И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ҫак эрнере ҫӗнӗ проект ӗҫлесе кайнӑ. Кун пирки аслӑ шкулӑн преподавателӗ Елен Нарпи Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Чӑматанри чӑваш чӗлхи» проект Раҫҫей Федерацийӗн халӑхсен тӑван чӗлхисене упрас тата вӗрентес енӗпе ӗҫлекен фондӑн грантне тивӗҫнӗ. Ӑна пурнӑҫа кӗртессишӗн яваплисем — И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУри чӑваш филологи уйрӑмӗнче вӗренекенсемпе преподавательсем. Проект ертӳҫи — А.М. Иванова.
Халӗ преподавательсемпе студентсем интерактивлӑ уроксемпе шкулсене тата ытти вырӑна тухса ҫӳреҫҫӗ. Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, ЧПУн медицина факультетӗнче педиатри уйрӑмӗнче вӗренекенсемпе урок ирттернӗ.
Удмурт Республикинчи Грахово районӗн администрацийӗн ӗҫченӗсем ҫав тӑрӑхри Пархатар (вырӑсла — Благодатное) ялӗнче тӗпленнӗ Вера Григорьева пирки: «Великая чувашка» (чӑв. Аслӑ чӑваш), — тесе калаҫҫӗ-мӗн. Кун пирки вӑл «Хыпар» хаҫат журналистне Алина Ильинана пӗлтернӗ.
Алина Ильина хыпарланӑ тӑрӑх, чӑвашсем пурӑнакан ҫав ял Столыпин реформи хыҫҫӑн, Хусан кӗпӗрнийӗ вырӑнти ҫӗрсене сутнӑ чухне 11 чӑваш ҫемйи лаптӑк туянса унта тӗпленнӗ май пуҫланса кайнӑ.
«Вера ҫак ял яшӗпе Олег Григорьевпа ҫемье ҫавӑрнӑ, хӑйсем пӳрт лартнӑ. Мӑшӑрӗ чӑваш пулни те ӑна тӑван чӗлхерен пистермен. Ҫавӑнпа вӗсен виҫӗ хӗрӗ те чӑвашла пӗлет. Аслисем иккӗшӗ чӑвашла калаҫаҫҫӗ, кӗҫӗнни ӑнланать, анчах пуплемест. Аслӑ хӗрӗ ҫак ялтах пурӑнать, почта уйрӑмне ертсе пырать. Вӑталӑххи район больницинче — завхоз, кӗҫӗнни — районти шкулта математика учителӗ. Вӗсем пурте кӑҫалхи ҫыравра хӑйсене «чӑваш» тесех ҫыртарнӑ», — тесе пӗлтернӗ Алина Ильина журналист.
Хӗрарӑмӑн ашшӗ енчи тӑванӗсем Ҫӗрпӳ районӗнчен иккен, анчах Вера Шупашкара килсе курман.
Чӑваш халӑх сайчӗн редакторне Аҫтахар (Николай) Плотникова Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн Тав хучӗпе чысланӑ.
Аҫтахар Плотниковӑн чӑваш халӑхӗшӗн туса ирттерекен капашсӑр пӗлтерӗшлӗ те ырми-канми ӗҫӗ-хӗлӗ пирки пурте пӗлмесен те пултараҫҫӗ. Пӗр пуслӑх ӗҫе хӑшӗсем пек ҫӗр тенкӗлле сутакан ҫын мар вӑл. Апла пулин те унӑн кулленхи тӑрӑшулӑхне асӑрхакансем те пур. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев чӑваш чӗлхине цифровизацилессинче «Яндекс.Куҫаруҫӑна» 2020 ҫул пуҫламӑшӗнче чӑваш чӗлхи лекни пӗлтерӗшлине палӑртса хӑварнӑ. Кун пирки вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче ҫырнӑ. Чӑн та, Николай Плотников ертсе пыракан ушкӑн малтанласа 250 пин ытларах мӑшӑр пухма пултарнӑ пулсан, паян ҫав цифра 1 миллионран иртнӗ.
Сӑмах май каласан, хастар чӑваш арӗ Тимӗр Тяпкин Аҫтахара «чӑвашсен Билл Гейтсӗ вӑл» тесе хаклать.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Николай Плотниковӑн тӑрӑшӑвне тивӗҫлипе палӑртмалла тесе ҫӳллӗ шайра сӑмах хускатакансем те пулнӑ.
Статья ятӗнчи ыйтӑвӑн хуравне пӗрре ларса шухӑшланипе шыраса тупма май ҫук пулӗ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн шӑпи пирки шухӑшлакан ҫынсем чӑвашсен урӑх халӑх хушшинче ирӗлсе каяс хӑрушлӑх пуррине XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчех асӑрханӑ, ӑна еплерех майсемпе упраса хӑварасси пирки пуҫӗсене чылай ватнӑ. Тутарсен ҫыравҫи Гаяз Исхаки, пирӗн Гурий Вантер (Комиссаров) ку ыйтусемпе тӗрлӗ ӗҫсем хайланӑ, ҫухалуран хӑтӑлмалли ҫулсем шыранӑ. 1917 ҫулта Гурий Вантер «Чӑваш халӑхӗ малалла кайӗ-ши, каймӗ-ши?» ятлӑ тишкерӳллӗ тӗпчев ӗҫӗ ҫырать, ӑна 1918 ҫулта уйрӑм кӗнекен кӑларать. Ахальтен мар ӗнтӗ 1980-мӗш ҫулсенче ҫав манӑҫа тухнӑ хайлав чӑваш ҫынни патне тепӗр хут ҫитрӗ, чӑваш интеллигенцине наци идеи шырама хистерӗ.
Чӗрӗлӳн икӗ тапхӑрӗнче те халӑхӑмӑрӑн наци идейи виҫӗ тӗп ыйту тавра пуҫтарӑннӑ: тӑван чӗлхе, тӑван культура тата наци вӗрентӗвӗ. Ҫеҫпӗл Мишшин «Чӑваш чӗлхи ячӗпе пурте пӗр пулар» чӗнӗвӗ шӑпах та пӗрремӗш тӗп ыйтӑвӑн тӗшшине кӗскен палӑртни темелле. Наци культурин символӗ икӗ тапхӑрӗнче те театрпа кино тата чӑваш юррипе тӗрри-эрешӗ пулса тӑнӑ.
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
«Сарӑ кун ҫӗршывӗнче» юмаха пӗлмен чӑваш ҫынни ҫук ӗнтӗ паллах. Мӗнле ҫӗршыв-ха вӑл? Унта вӗҫӗ-хӗррисӗр уй-хир, ҫеҫенхир е пушхир, ут кӗтӗвӗсем тем чухлӗ, ҫынсем пуян та телейлӗ пурӑнаҫҫӗ, ытти ҫӗрте тертленсе ҫӳрекен паттӑрсем те унта ҫитсен телей тупаҫҫӗ. Ку вӑл пирӗн асаттесем хӑйсен ӗлӗк-авал пурӑннӑ аслӑ ҫеҫенхирлӗ ҫӗрӗсене сӑнласа хӑварни е тата ӗмӗт ҫӗршывӗ пулма пултарать, ӗмӗтре ҫуратнӑ кӗтесе Телей тӗнчи, Телей ҫӗршывӗ тени те пур. Кун пек шутласа е ӗмӗтленсе каланӑ ҫӗршывсем ытти халӑхсен те пур. Калмӑксем ӑна Бумба, вырӑссем — Беловодье, тенӗ. Иртнӗ ӗмӗрте Урал казакӗсем ҫав Беловодьене шыраса Хура тинӗс урлӑ кайса пӗтӗм тӗнчене ҫаврӑннӑ та тупаймасӑрах Владивосток урлӑ каялла таврӑннӑ, ун ҫинчен В.Г. Короленко писатель хай вӑхӑтӗнче питӗ тӗплӗ очерк ҫырса кӑларнӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче Чӑваш наци конгресӗн пайташӗсемпе тӗл пулнӑ. Республика ертӳҫи ЧНКн Раҫҫейри чӑвашсен федераци шайӗнчи наципе культура автономийӗпе, ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен профильлӗ органӗсемпе килӗштерсе ӗҫлессине вӑйлатмаллине палӑртса хӑварнӑ. Ҫак ӗҫе чӑваш чӗлхине тата культурине аталантарас тӗллевпе пурнӑҫламалла.
Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, пӗрлехи ӗҫ ЧНКн ӗҫне ҫӗнӗ шайра йӗркелеме, ирттерекен мероприятисемпе проектсен шайне тата калӑпӑшне ӳстерме май парӗ.
Юпа уйӑхӗ иртсе кайнӑран Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ӗҫне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Шел те, иртнӗ уйӑхра эпир 30 пин мӑшӑр тӑваймарӑмӑр. Пурӗ те 29 пин те 487 чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗ ҫеҫ. Кӑҫалхи 10 уйӑха илес пулсан эпир кӑрлачпа (28 пине яхӑн) юпа уйӑхӗсенче кӑна 30 пин тумасӑр ӗҫлерӗмӗр, ыттисенче вара кашнинче 35 пин ытла хатӗрлесе пытӑмӑр.
30 пин тӑвайманнин сӑлтавӗ паллӑ: эпир канас терӗмӗр. Иртнӗ уйӑхра мӑшӑрсен йышне 1 миллионран ирттертӗмӗр те ҫакӑн хыҫҫӑн вара хамӑра ытлашши нушалантарас мар тесе кантӑмӑр. Асилтеретпӗр, миллион урлӑ эпир уйӑх варринче, юпан 15-мӗшӗнче каҫрӑмӑр. Ҫапла май кӑҫалхи плана вӑхӑт ҫитиччен пурнӑҫларӑмӑр.
Мӑшӑрсен йышӗ майӗпенрех ӳсни тепӗр сӑлтавпа та ҫыхӑннӑ — эпир халь вырӑсла текста хамӑр сканерлатпӑр. Юрать-ха Finereader вырӑсла саспалланӑ чухне йӑнӑшсем сахал тӑвать, ҫавна май ку пире йывӑрлӑхсем питех кӳмест. Асилтеретпӗр, эпир ҫак ӗҫ валли Сергей Мстиславскийӗн «Курак — ҫурхи кайӑкне» тата Юрий Корольковӑн «Леня Голиков партизанне» «Мешок» сайт урлӑ туянса. Апла тума пире тӗнче тетелӗнчи текст чӑвашлипе тӳр килменни хистерӗ. Унсӑр пуҫне, Сергей Мстиславскийӗн «Курак — ҫурхи кайӑк» кӗнекине туянтӑмӑр-ха, анчах та, вӑл чӑвашлине ҫывӑхрах пулин те, ҫавах пӗрешкел мар.
Иртнӗ шӑматкун, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗн 11-мӗш съезчӗ иртнине Чӑваш халӑх сайчӗн вырӑсла пайӗнче Тимӗр Акташ хыпарланӑччӗ-ха.
Пухура ЧНКн президенчӗ Николай Угаслов ҫӗнӗ ертӳҫӗ пулма Валерий Клементьева сӗннӗ.
Валерий Клементьев Чӑваш наци конгресӗнче вице-президент пулнӑ. Чӑваш Республикин культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Етӗрне районӗн хисеплӗ ҫынни юлашки виҫӗ ҫулта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче директор пулса ӗҫлет. Съезд делегачӗсенчен чылайӑшӗ Валерий Клементьевшӑн сасӑланӑ.
Ыран, юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Лондонра чӑваш культурипе паллаштарӗҫ.
Великобританин тӗп хулинчи «Hoxton» галерейӑра Шупашкар хӗрӗн Полина Осипован уйрӑм экспозицийӗ уҫӑлӗ.
«Курава хамӑн тӑван Чӑваш Ене, чӑвашсен хамшӑн питӗ заклӑ хӑйне евӗр культурине халаллӑп. Унта манӑн сӑнӳкерчӗксем, видеосем, пир-авӑр, тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗр тата скульптура пулӗ», – пӗлтернӗ Питӗрте ӗҫлесе пурӑнакан 22 ҫулти художник тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Полина Осипова Шупашкартан Питӗре 9-мӗш класс хыҫҫӑн куҫса кайнӑ. Чӑваш культурипе кӑсӑкланса хавхаланакан пултаруллӑ пике чӑваш эрешӗллӗ капӑрлӑхсемпе скульптурӑсем ӑсталать. Вӑл модӑри пысӑк брендсемпе, тӗслӗхрен, «Gucci»-пе, ҫыхӑну тытать.
Красноярскри чӑвашсен автономийӗ чӑваш чӗлхине вӗрентме тытӑнӗҫ. Ку хыпара автономи Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, «Чӑваш чӗлхине вӗренмелли ушкӑна вӗренекенсене пухать. Занятие Красноярск крайӗнчи Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче (Красноярск рабочийӗ хаҫат ячӗллӗ проспект, 100-мӗш «в» ҫурт) ирттерӗҫ».
Чӑваш чӗлхи вӗренес кӑмӑллисен 8-953-594-7730 номерпе Татьяна Ефимовна патне шӑнкӑравламалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |